Республикӑра хӑмла пуҫтарма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 133 гектар ҫӗр ҫинчен пухса кӗртмелле. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку 13 процент ытларах. Ун чухне 200 яхӑн тонна хӑмла пухса кӗртнӗ.
Хӑмлана халӗ Китайри «Русхмель» /вӑл Етӗрне районӗнче вырнаҫнӑ/ туса кӑларнӑ комбайнпа пуҫтараҫҫӗ. Вӑл сехетре 500 килограмм пухать.
«Русхмель» компани палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи тухӑҫа вӗсенчен Раҫҫейри сӑра туса кӑларакан предприятисем туяннӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Енре те хӑмла пуҫтаракан комбайн туса кӑларӗҫ. Ӑна "Аван" ят панӑ.
Чӑваш Енри аграрисем соя туса илесшӗн. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем тата ҫу йышши культурӑсем хушшинче соя анлӑ сарӑлнӑ. Ӑна аш-какай тата сӗт-ҫу продукцине те хушаҫҫӗ.
Россельхозцентрӑн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе илсен пирӗн республика соя ӳстерекен регион шутӗнче мар. 2021 ҫулта пирӗн тӑрӑхра ҫак культурӑна пурӗ те 508 га ҫинче акса хӑварнӑ, 2022 ҫулта – 1 500 га, 2023 ҫулта – 1 230 га.
Кӑҫал сойӑн тӑватӑ сортне акса хӑварнӑ. Вӗсене хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ.
Малашне республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви соя туса илессипе ытларах ӗҫлеме пуҫласшӑн.
Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан фермер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2019 ҫулта ҫав ҫамрӑк арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑх туянма тесе патшалӑхран 3 миллион тенкӗ грант илнӗ.
Нумаях пулмасть пакунлисем фермер отчёт валли суя документсем тӑратнине тупса палӑртнӑ. Улталаса арҫын 250 пин тенке вӑрланӑ-мӗн.
Йӗрке хуралҫисем тата Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ те нимле ферма та курман.
Халӗ ял ҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 15-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Ене сыр пӗҫерекен Раҫҫейри паллӑ ҫын килсе ҫитнӗ. Вӑл Фермерсен слётне хутшӑнать.
Аса илтерер: паян, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче фермерсем слёта пуҫтарӑннӑ.
«Русский пармезан» (чӑв. Вырӑс пармезанӗ) сыр пӗҫерекен предприятие уҫнӑ Олег Сирота Фермерсен слетӗнче хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарать.
Хӑна «Халӑх фермерӗ» ассоциацие те кӗрӗ-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре тыр-пула тата пӑрҫа йышши культурӑна 227,5 пин гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ. Ку пӗтӗм лаптӑкӑн – 77 проценчӗ. Ял хуҫалӑх производителӗсем 765 пин тонна тырӑ тӗшӗленӗ. Ҫав шутра – 440 пинӗшӗ – тулӑ, 237 пинӗшӗ – урпа, 25 пинӗшӗ - ыраш.
Республикӑра пӗтӗмпе 300 пин ытла гектар ҫинчи тыр-пула пухса кӗртмелле. Кунсерен уй-хирте 700 яхӑн комбайн ӗҫлет. Ял хуҫалӑхӗсем тыр-пула ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗччен пухса кӗртесшӗн.
Чӑваш Енри «Техмашхолдинг» туса кӑларакан комбайна «Айдак» ят парасси, уншӑн нумай ҫын сасӑлани пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара ҫапларах хыпарлаҫҫӗ: комбайн «Айдак» мар, «Аван» ятлӑ пулӗ.
Мӗншӗн ҫапла йышӑннӑ-ха? Аркадий Айдакӑн ҫемйипе канашланӑ хыҫҫӑн. Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑхӑн ҫӗршывӗпех палӑрнӑ пуҫлӑхӗ ячӗпе шкул тата этнопарк хисепленет. Ҫавна май ҫемье комбайна урӑхла ят пама сӗннӗ. Сасӑлавра вара «Айдак» хыҫҫӑн «Аван» ят пулнӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви «Перспектива» гранта илмелли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ӑна 23 фермер тивӗҫӗ. Ку тӗллевпе хыснаран 125 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенчи 10 усламҫӑ гранта ҫырла ӳстерме тивӗҫнӗ. Сурӑх ӗрчетекен 7 усламҫӑ ку укҫапа хӑйӗн ӗҫне аталантарӗ. Аквакультура енӗпе ӗҫлемешкӗн 6 усламҫӑ гранта тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: «Перспектива» грант – аграри усламне аталантарма уйӑракан субсиди. Ӑна сыр пӗҫерекенсене, аквакультура таварӗсемпе ӗҫлекенсене, ҫырла ӳстерекенсене тата сурӑх ӗрчетекенсене параҫҫӗ.
Чӑваш Енре хӑмла музейне йӗркелесшӗн. Ҫапла хыпарлать ТАСС ЧР ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн сӑмахӗсене илсе.
Ӑҫта пулӗ вӑл? Темиҫе вариант пур. Пӗри – Ҫӗрпӳ районӗ. Ҫавӑн пекех музея Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче вырнаҫтарма сӗнекенсем пур.
Мӗн кӑтартӗҫ унта? Сӑра мӗнле вӗретнине. «Пӗтӗм савӑт-сапана пухӑпӑр, хӑмла мӗнле ӳстернине, ӑна мӗнле хатӗрленине, салат тунине, сӑра вӗретнине кӑтартӑпӑр. Ӗҫ пуҫланнӑ», - тенӗ Сергей Артамонов.
Чӑваш Енре туса кӑларакан хӑмла пуҫтармалли комбайн валли ят суйласси пирки пӗлтернӗччӗ. «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал вӑл мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: ҫынсем тӗрлӗ ят сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче – «Юлмас», «Хӑмла», «Улӑп», «Сувар», «Пӑлхар», «Хмелич», «Хмельмаш», «Хмелероб», «Чӑвашхмель»…
Сасӑлава 117 ҫын хутшӑннӑ. Мӗнле ят ҫӗнтернӗ-ха? «Айдак» ятшӑн 86,32 процент сасӑланӑ. Ыттисем 5 процент кӑна пухнӑ.
Палӑртмалла: комбайна «Техмашхолдинг» кӑларать. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче техникӑна тест режимӗнче тӗрӗслӗҫ.
Канаш районӗнче тахҫанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын халӗ те комбайнпа ӗҫлет. Катек ялӗнчи Михаил Петров «Палессе» комбайнпа тырӑ вырать. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл 77 ҫул тултарнӑ. Ӑна вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем хире пырсах саламланӑ. Юрласа ташласа та кӑтатнӑ чечек ҫыххи те тыттарнӑ.
Михаил Петров ял хуҫалӑхӗнче мӗн ҫамрӑкранпа тӑрӑшать. Механизатор пулса вӑл ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |